РФ Сурдолимп комитечӗн офисӗнче Хӗллехи 18-мӗш Сурдолимп вӑййисен талисманӗн конкурс ҫӗнтерӳҫине палӑртнӑ. Вӑл Ханты-Мансире 2015 ҫулхи пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа акан 5-мӗшӗччен пулӗ.
Талисмансен конкурсне Томск, Мускав, Челепи облаҫӗсенчен, Чӑваш Енрен хутшӑннӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: ҫӗнтерӳҫӗ ятне пирӗн ентешӗмӗр тивӗҫнӗ. Павел Сахаров веб-дизайнер Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнать.
Сурдолимп комитечӗн президенчӗ Александр Романцов ҫӗнтерӳҫе 10 пин тенкӗлӗх сертификат панӑ, унӑн ӗҫӗ ҫӳллӗ шайра пулнине палӑртнӑ.
Автор талисманра мамонт ҫурине ӳкернӗ. Вӑл Ханты-Мансири ҫутҫанталӑк илемне кӑтартать. Мамонт ҫурин куҫӗ Хӗвелтухӑҫ Ҫӗпӗрти юханшывсемпе кӳлӗсен тасалӑхне ҫеҫ мар, вырӑс чунӗн уҫӑлӑхне те кӑтартать имӗш.
Ҫӗртмен 2-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Анна Ивановна Назарова 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Унӑн мӑшӑрӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ. Анна Ивановна — тыл ӗҫченӗ, ӗҫ ветеранӗ.
Юбиляра саламлама ЧР сывлӑх министрӗ Алла Самойова тата Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Сироткин ҫитнӗ. Алла Владимировна Анна Ивановнӑна РФ Президенчӗн саламне панӑ.
Анна Ивановна Назарова Пӑрачкав районӗнчи Мишуково ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл колхозра ӗҫленӗ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑрман хатӗрленӗ ҫӗртре тар тӑкнӑ, Улатӑр районӗнчи Алдышево ялӗнче окоп чавнӑ. Анна Ивановна хӑйӗн ӗмӗрӗнче 50 ҫула яхӑн ӗҫленӗ.
Анна Ивановнӑн мӑшӑрӗ Василий Петрович 1943 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Смоленск облаҫӗнче пуҫ хунӑ. Вӑл сержант пулнӑ, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденне тивӗҫнӗ. Халӗ 100 ҫулти кинемей Ҫӗнӗ Шупашкарта хӗрӗпе пурӑнать. Унӑн пӗр мӑнук, мӑнукӗн икӗ ачи, вӗсен икӗ ачи пур.
Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, Анна Ивановнӑна ҫынпа лайӑх хутшӑнни нумай ҫул пурӑнма вӑй хушать.
Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ирхи виҫӗ сехет тӗлӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫирӗп режимлӑ 3-мӗш колонирен 29 ҫулти арҫын тарни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Ӑна ҫын вӗлернӗшӗн тата вӑрланӑшӑн 2010 ҫулта 16 ҫуллӑха хупса хупнӑ.
Ирӗкри сывлӑшпа сывлас килнӗ пуль те, анчах йӗри-тавра шыраҫҫӗ те, нумай тарса ҫӳреймессине такам та ӑнланать-тӗр. Чӑн та, ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, каҫхи сакӑр сехет тӗлӗнче, таркӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти юханшыв порчӗн территорийӗнче тытса чарнӑ. Алла лекес килменнипе вӑл йӗрке хуралҫисене чукмарпа та хӑмсарнӑ тесе пӗлтерчӗҫ. Тӗрмерен тарнӑшӑн арҫын тӗлӗшпе тата тепӗр ӗҫ пуҫарнӑ. Хальхинче — ирӗкрен хӑтарнӑ вырӑнтан тарнӑшӑн. Саккун куншӑн тӑватӑ ҫул таран хупса хума ирӗк парать.
Ҫирӗп режимлӑ колонирен ҫын тарнӑ фактпа тӗпчевҫӗсем ӗҫ пуҫарнӑ. Кӗҫех айӑплисене те тупнӑ. Вышка ҫинче тӑнӑ часовой тӗлӗшпе таракан ҫынна курса тӑнӑ ҫӗртех пӑшалпа пеменшӗн тивӗҫе ӳрӗк-сурӑк пурнӑҫланӑ тесе РФ Пуҫиле кодексӗн статйипех ӗҫ пуҫарнӑ. Часовоя ӗҫрен те хӑтарнӑ. Колонире тӑрӑшнӑ 6 ҫын ӗҫ вырӑнне ҫухатнӑ. 19 ҫынна дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнӑ.
Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура керменӗ умӗнчи лапамра кӳмесен «Пирӗн тӗлӗнтермӗш» конкурсӗ иртнӗ.
Конкурса чылай ҫын хутшӑннӑ. Ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен тӗпренчӗкӗн кӳмисене мӗнле кӑна илемлетмен! Кӑмака, чечек… евӗр. Мероприятире пысӑк тата пӗчӗк кӳмесем, велосипедсем те пулнӑ.
Чи илемлӗ кӳмесен хуҫисене парнесемпе хавхалантарнӑ.
Сӑнсем (39)
Ҫак уйӑхра Чӑваш Енре хӗҫпӑшаллӑ салтаксем, ҫар техники, ишмелли хатӗрсем тата авиаци кӗпӗрленнине курма тивӗ тесе пӗлтереҫҫӗ. Ҫакӑ республикӑра масштаблӑ ҫар вӗрентӗвӗ иртнипе ҫыхӑннӑ.
Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енӗнри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗрентӗве Контртеррористла операцисене ертсе пыракан оперативлӑ штаб йӗркелет. Вӗрентӗве Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкар тата Сӗнтӗрвӑрри районӗнче йӗркелӗҫ. Палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама ҫар техникине, ишмелли хатӗрсене тата авиацие явӑҫтармалла.
Ҫынсене лӑпкӑ пулма ыйтаҫҫӗ. Хӑрушсӑрлӑх мелӗсене пӑхӑнмалли, вӗренекенсене чӑрмантармалла марри пирки асӑрхаттараҫҫӗ.
Чӑваш Ен спортсменки республика чысне тӗнче шайӗнче тивӗҫлипе хӳтӗленӗ. Анастасия Петрова пуэролифтинг енӗпе тӗнче чемпионки пулса тӑнӑ.
ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑмӑрту Балти тинӗсӗ хӗрринчи Родби хулинче иртнӗ. Тупӑшӑва чылаййӑн хутшӑннӑ: 20 ҫӗршывран 300 ытла спортмен ҫитнӗ. Раҫҫей команди йышлӑн пулнӑ. Вӗсенчен пӗри — пирӗн ентешӗмӗр Анастасия Петрова.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 29 ҫулти спортсменка Европа чемпионӗсемпе ӑмӑртнӑ. 57 килограмм тайман виҫе категорийӗнче вӑл пӗтӗмпе 137,5 килограмм йӑтнӑ. Ҫапла майпа вӑл иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ Ву Хуи-Чунран (Тайвань) 12,5 килограмм ытларах пухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Польшӑри Ядвига Радванска йышӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулине хӑпартма тытӑнсан, 1964 ҫулта «Химпром» предприятие хута яма пуҫласан санитари зонине кӗнӗ 13 ял Ҫӗр питӗнчен ҫухалнӑ. Халӑхӑн ирӗксӗрех урӑх ҫӗре куҫма тивнӗ. Тосинкасси ялне те ҫакнашкал шӑпа кӗтнӗ. Вӑл 1961 ҫулччен Сӗнтӗрвӑрри районне кӗнӗ.
«Шордан» ентешлӗх пуҫарнипе ҫак ял пулнӑ вырӑнта ял уявне паллӑ тунӑ. Кунта Ҫӗр питӗнчен ҫухалнӑ ытти ялсен ҫыннисем те хутшӑннӑ. Мероприятие Сӗнтӗрвӑрринчи культурӑпа туризм ҫурчӗн халӑх хорне чӗннӗ.
Ял уявӗнче ентешсем тӗл пулса калаҫнӑ, пӗрле асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ, иртнине аса илнӗ…
Петров-Орловсен ҫемйин тӑванӗсем — Патшалӑх Канашӗнче ӗҫлекен Елена Беляева тата чӑваш хорӗн хормейстерӗ Роза Ракова — Тосинкасси ял пурнӑҫне аса илнӗ. Роза Ракова пиччӗшӗсемпе ҫуллахи каникула асламӑшӗ патӗнче ялта ирттернӗ. Кунти ачасемпе калаҫса вӑл чӑваш чӗлхине вӗреннӗ. Елена Беляева пиччӗшӗпе ҫак ялта ашшӗ-амӑшӗпе, асламӑшӗпе пурӑннӑ. Унтан вӗсен Шупашкар районӗнчи Тутаркасси ялне куҫма тивнӗ.
2014–2017-мӗш ҫулсенче республикӑри регион тата вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ҫулсене юсама 4,7 миллиард тенкӗ ытла укҫа уйӑрмалла.
Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енри ялсенчен 98 проценчӗ патне асфальт сарнӑ е вак чулпа хытарнӑ ҫул пырать. Ҫапах та тумаллисем те пур. Кӑҫалхи пирки калас тӑк, программӑна Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Красноармейски, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗмӗрле, Елчӗк районӗсене кӗртнӗ. Строительство объекчӗсен шутӗнче — Вӑрмар районӗнчи «Ҫӳлти Кинчер–Вознесенкасси», асӑннӑ районти Пинер патне, Вӑрнар поселокӗнче Инженер урамӗнче, Йӗпреҫ районӗнчи Вутӑялта, Канаш районӗнчи Малти Ӑнтавӑшра, Красноармейски районӗнчи Яманакри Ҫамрӑксен тата Ҫӗнӗ урамсене ҫул тӑвасси кӗнӗ. Юлашкинчен асӑннӑ Яманакра кӗпер те туса парӗҫ.
Кунсӑр пуҫне Ҫӗмӗрле район территорийӗпе иртекен «Сӑр» республикӑри автоҫула, Тӑвай районӗнче «Аниш» автоҫул Соломинка юханшыв урлӑ иртнӗ ҫӗрте кӗпер юсамалла. Кӑҫал пурнӑҫламалли ӗҫ шутне Шупашкар тата Ҫӗмӗрле районӗсенче «Шупашкар–Сурски» автоҫулӑн пӗрер пайне, Шупашкар районӗнче «Вятка» ҫултан «Атӑл» ҫул патне тухакан вырӑна, «Никольски–Етӗрне–Калинино» ҫулӑн Етӗрне районӗнчи пайне, Кӳкеҫ–Тутаркасси–Ҫӗнӗ Шупашкар ҫула ҫутатасси те кӗрет.
Ҫӗнӗ Лапсарта пурӑнакансене Шупашкара тата Ҫӗнӗ Шупашкара ӗҫлеме тата вӗренме ҫӳреме меллӗ пултӑр тесе Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви ҫӗнӗ маршрут уҫнине пӗлтерет.
337-мӗш номерлӗ автобус Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗнчен Ҫӗнӗ Шупашкарти Хӗвелтухӑҫ урамне ҫӳрӗ. Унӑн маршручӗ ҫапларах: «Ҫӗнӗ Лапсар–ССК–«Мебельщик» коллективлӑ пахча–Газопровод–МТВ-Центр–Хулаҫум вокзал–Николаев урамӗ–Вырӑс драма театрӗ–«Раҫҫей» хӑна ҫурчӗ–Шупашкар трикотажӗ–Энергозапчасть–Гремячево–Эверест–Типҫырма–19-мӗш шкул–Интернационалистсен урамӗ–«Турист» лавкка–Ельниково–Хӗвелтухӑҫ урамӗ».
Каялла Лапсара килнӗ чух вӑл ҫапла маршрутпа ҫул тытӗ: «Хӗвелтухӑҫ урамӗ–Советски урамӗ–«Дубрава» лавкка–Ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх центрӗ–19-мӗш шкул–Типҫырма–Эверест–Гремячево–Энергозапчасть–Шупашкар трикотажӗ–«Раҫҫей» хӑна ҫурчӗ–Вырӑс драма театрӗ–Николаев урамӗ–Хулаҫум вокзалӗ–МТВ-Центр–Газопровод–«Мебельщик» коллективлӑ пахча–ССК–Ҫӗнӗ Лапсар».
2014 ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗччен чӑваш чӗлхипе литератури кабинечӗсен республика конкурсӗ иртнӗ.
Республика конкурсӗн юлашки тапхӑрне хутшӑнма Шупашкар хулинчен 3 кабинет, Ҫӗнӗ Шупашкартан, Йӗпреҫ, Канаш, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай районӗсенчен 1-ер кабинет тивӗҫнӗ.
Документсене тишкернӗ хыҫҫӑн жюри членӗсем кабинетсен танлашӑмне (рейтингне) тунӑ, чи пысӑк балл пухнӑ пӳлӗмсемпе вырӑна ҫитсе паллашнӑ.
Чи пысӑк балл пухса 1-мӗш вырӑна Елчӗк районӗн Ҫирӗклӗ Шӑхаль вӑтам шкулӗн чӑваш чӗлхипе литератури кабинечӗ йышӑннӑ (ертӳҫи — Н.А. Левая). 2-мӗш вырӑна Муркаш районӗн Ҫатракасси вӑтам шкулӗн кабинечӗпе (ертӳҫи — Л.В. Никитина) Ҫӗнӗ Шупашкар хулин 19-мӗш шкулӑн кабинечӗ (ертӳҫи — С.А. Алексеева) тухнӑ. 3-мӗш вырӑна йышӑнма Канаш районӗн Сухайкасси вӑтам шкулӗпе (ертӳҫи — В.М. Иванова) Шупашкар хулин 29-мӗш шкулӗн кабинечӗсем (ертӳҫи — В.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |